Ял пурнӑҫӗ
Урам уявӗ хавас иртнӗ Шупашкар районӗнчи Атайкасси ялӗнчи Шкул урамӗ пуҫласа уяв ирттернӗ. Вырӑнти ял тӑрӑхӗ пӗлтернӗ тӑрӑх, ку мероприятие кӳршӗ-арша хисеплеттерме хӑнӑхтарас тӗллевпе йӗркеленӗ. Кунсӑр пуҫне кӑҫал Ӗҫ ҫыннин ҫулталӑкӗ пулнине те, панулми сӑпасӗ ҫитнине те асӑнса хӑварнӑ. Уяв ирттерекен вырӑнта ӗлӗкхилле вӑрӑм сӗтел вырнаҫтарса лартнине те пӗлтереҫҫӗ. Хуранта вара... ҫук, шӳрпе мар, чашлама вӗренӗ. Кавказ кухни шутланакан ҫак апата ҫиме лариччен вырӑнти ял тӑрӑхӗн пуҫлӑхӗ Ю.В. Башкиров ҫынсене урама хӑтлӑх кӗртнишӗн тав тунӑ. Вӑл хӑйӗн ачалӑхӗпе ҫамрӑклӑхне те аса илнине пӗлтернӗ ял тӑрӑхӗн сайчӗн урам уявӗ пирки хыпарланинче. Ветерансен канашӗн ертӳҫи А.И. Николаева вара урамри чи ҫамрӑк пурӑнакана парне тыттарнӑ. Юбиляр-ӗҫ ветеранӗсене те ҫав ҫын саламланӑ. А.Н. Польков депутат тата староста та тухса калаҫнӑ. Вырӑнти юрӑ-ташӑ ӑстисем уяв сӗмӗ кӗртни урам ӗҫкине пухӑннисемшӗн чӑннипех те ырӑ кӗтменлӗх пулнине пӗлтереҫҫӗ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Ял пурнӑҫӗ
Ҫурла уйӑхӗн 14-мӗшӗнче Йӗпреҫ районӗнчи Шӑрттан ялӗн ҫыннисем уяв лапамне пухӑннӑ. Вӗсем туслӑ пурӑннине тепӗр хутчен ҫирӗплетнӗ. Ял уявне паллӑ тумашкӑн халӑх йышлӑн пуҫтарӑннӑ. Малтанах ял тӑрӑхӗн пуҫлӑхӗ Сергей Моисеев ентешӗсене пысӑк уявпа саламланӑ. Унтан кӑҫал хисеплӗ ята тивӗҫнӗ ҫынсене палӑртнӑ. Вӗсем — Раиса Семенова тата Анатолий Филиппов. Шӑрттансене саламламашкӑн район администрацийӗн пуҫлӑхӗ Сергей Горбунов та килнӗ. Общество ӗҫне хастар хутшӑннӑшӑн вӑл Зинаида Семеновӑна тата Надежда Асановӑна Хисеп грамотипе чысланӑ. ЧР ҫутҫанталӑкпа экологи министрӗ Сергей Павлов та шӑрттансене ӑшӑ сӑмахсем калама килнӗ. Официаллӑ пай вӗҫленсен концерт пуҫланнӑ. Юрӑ-ташӑпа киленнӗ хыҫҫӑн халӑх сӗтел хушшине ларса шӳрпе тутаннӑ. Паллах, ял уявӗ спорт ӑмӑртӑвӗсемсӗр иртмен. Шел те, плакатсем ҫине шӑрттансем чӑвашла мар, вырӑсла ҫырнӑ. Сӑмах май, пӗлтӗрхи уявра чӑвашла ҫырсах ирттернӗччӗ-ха. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Ял пурнӑҫӗ
Хӗрлӗ Чутай районӗнчи Кивӗ Атикасси ял тӑрӑхне 8 ял кӗрет. Кашнин хӑйӗн историйӗ, йӑли-йӗрки... Ҫурлан 9-мӗшӗнче Чурпай ялӗ ирех уяв сывлӑшӗпе тулчӗ. Унта пурӑнакансем ял кунне паллӑ турӗҫ. Уява Кивӗ Атикасси ял тӑрӑхӗн пуҫлӑхӗ Людмила Ионова уҫрӗ. Хисеплӗ хӑнасем — районти финанс пайӗн ертӳҫи Ольга Музякова, Хӗрлӗ Чутай районӗнчи Депутатсен пухӑвӗн депутачӗ Людмила Шишкова. Людмила Ивановна пурне те уяв ячӗпе саламларӗ, ҫирӗп сывлӑх, ӑнӑҫу, тулӑх пурнӑҫ сунчӗ. «Кашни ҫемьере ӑшӑлӑх, хӑтлӑх тата ҫителӗклӗх хуҫалантӑр», — терӗ вӑл. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Ял пурнӑҫӗ
Ҫурла уйӑхӗн 7-мӗшӗнче Муркаш районӗнчи сӗм аваллӑхран хӑйӗн историне тӑсакан ялсенчен пӗри — Вускасси — хӑйӗн уявне юрӑ-кӗвӗпе, хӑнасемпе ял-йыша апат ҫимӗҫпе сӑйласа паллӑ турӗ. Ҫак уяв тӗрлӗ ӑрӑва пӗрлештерет. Вӑл инҫетре пурӑнакан юлташсемпе, пӗлӗшсемпе тата тӑвансемпе тӗл пулмалли чи лайӑх сӑлтав. Вускасси ялӗнче паллӑ чӑваш ҫыравҫи тата хирург Кузьма Пайраш, филолог Горшков А.Е. ҫуралнӑ. Кӑҫалхи уява Вускасси ялӗ «Лунтик» ятлӑ ача картишӗ уҫрӗ. Шанатпӑр, ҫитес уяв валли ҫак картишре, халлӗхе пӗчӗк Вускасси пуласлӑхӗ валли, вылямалли хатӗр лӑк тулли пулӗ. Ача картишне уҫнӑ хыҫҫӑн сӑмаха ял старости Клопов А.В. сӑмах илчӗ, ялта тирпей-илем кӗртессипе мӗнле ӗҫсем туни пирки каласа пачӗ. Вускассисене Муркаш администрацийӗн пуҫлӑхӗн пӗрремӗш ҫумӗ Ананьев В.К. саламларӗ, Ярапайкасси пуҫлӑхӗн тивӗҫӗсене пурнӑҫласа пыракан Чернова А.В. уявпа саламланисӗр пуҫне тивӗҫлисене Тав хучӗсемпе чысларӗ. Кӳршӗ Яраккасси ялӗнче пурӑнакан Е.Е. Ерагин таврапӗлӳҫӗ тата халӑх академикӗ Вускасси ял историне аса илсе ял уявне йӗркелекен Сыпайкасси культура ҫурчӗн ертӳҫине Боголюбова Н. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Ял пурнӑҫӗ
Ҫӗмӗрле районӗнчи Тури Макарин ял тӑрӑхӗнче пурӑнакансем ял тӑрӑхӗсене пӗрлештересшӗн. Унта ӗнер ку ыйтупа вырӑнтисемпе пуху ирттернӗ. Халӑхпа тӗл пулма район администрацийӗн пуҫлӑхӗ Лев Рафинов пырса ҫитнӗ. Района ертсе пыракан ӑнлантарнӑ тӑрӑх, хӑш-пӗр ял тӑрӑхӗсенче укҫа енчен те питӗ хӗсӗк, ҫавна пулах вырӑнти ыйтусене (ҫул-йӗр тӑвассине, шыв пӑрӑхӗсемпе ҫыхӑннине, ку списока тем чухлӗ тӑсса кайма пулать) татса пама «кӗмӗл» хӗсӗк. Ҫав вӑхӑтрах ял тӑрӑхӗсенчи тӳре-шарана тытса тӑмалла, укҫи-тенкине вӗсем валли уйӑрмалла. Ҫапах та ҫынсене пӗрлештернӗ хыҫҫӑн кашни ял тӑрӑхӗнчех ҫынсене меллӗрех пултӑр тесе вырӑнти ыйтупа ӗҫлекен специалистсене хӑвармалла. Тури Макарин ял тӑрӑхӗнче пурӑнакансем Анат Кӑмаша, Тури Макарин тата Ҫӗмӗрле ял тӑрӑхӗсене пӗрлештерме хирӗҫ маррине палӑртнӑ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Ял пурнӑҫӗ
Утӑ уйӑхӗн 30-мӗшӗнче Вӑрмар районӗнчи Энӗшпуҫ ялӗнчи ҫынсем концерта пухӑннӑ. Уй урамӗнче пурӑнакан 5–15 ҫулсенчи ачасем ял ҫыннисене юрӑ-ташӑпа савӑнтарнӑ. Культура ҫурчӗн заведующийӗ концерта ертсе пынӑ. Уй урамӗ учительсемпе, спортсменсемпе, культурӑн тава тивӗҫлӗ ӗҫченӗсемпе пуян. Кунта алӗҫне юратакан ҫынсем те пурӑнаҫҫӗ. Ачасем сцена ҫинче хаваслӑ, ташлама хӗтӗртекен юрӑсем шӑрантарнӑ. Куракансем вара вӗсемпе пӗрле юрланӑ. Уй урамӗнче пурӑнакансем ачасем валли уяв сӗтелӗ хатӗрленӗ. Унта кукӑль таврашӗ, пулӑ, пылак ҫимӗҫ лартнӑ. Кӳршӗ-аршӑ тӗл пулса калаҫмалли сӑлтав та ку. Кунашкал мероприятисем ҫынсене пӗр тӗвве пухаҫҫӗ, туслӑха ҫирӗплетеҫҫӗ. Ҫынсем кун пек концерта кашни ҫулах йӗркелеме калаҫса татӑлнӑ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Ял пурнӑҫӗ
Муркаш районӗнчи Уйкас ялӗн ҫыннисем ял уявне кӑҫалхипе иккӗмӗш хут ирттернӗ. Малтанах халӑх пӗрле кар тӑрса урамсене тирпейленӗ, хӑмпӑсем, плакатсем ҫакнӑ. Ял тӑрӑхӗн пуҫлӑхӗ Николай Павлов общество ӗҫне хастар хутшӑннӑ ҫынсене тав ҫырӑвӗсемпе чысланӑ. Ялти чи ватӑ тата ҫамрӑк ҫынна та чысланӑ, конкурс ҫӗнтерӳҫисене те палӑртнӑ. Шкул урамӗнче пурӑнакансем тасалӑхӗпе палӑрнӑ. Кил картишне илемлетес енӗпе Ю.Васильев фермера чысланӑ. Вырӑнти фольклор ушкӑнӗ илемлӗ чӑваш юррисемпе савӑнтарнӑ. Вӑйлисем спорт ӑмӑртӑвӗсене хутшӑннӑ. Вӗсем шашкӑлла, шахматла вылянӑ, кире пуканӗ йӑтнӑ. Ҫӗнтерӳҫӗсене грамотӑсемпе, парнесемпе хавхалантарнӑ. Ачасем та кӑмӑл туличчен савӑннӑ. Вӗсемпе вӑйӑсем ирттернӗ, шӑпӑрлансем флешмоба та хутшӑннӑ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Ял пурнӑҫӗ
Комсомольски районӗнчи Вутлан ялӗн ҫыннисем питӗ хастар. Ял тӑрӑхӗн депутачӗ Альбина Зверева тата ял старости Николай Плешков пуҫарнипе вӗсем нимелле пысӑк ӗҫ тунӑ. Халӑхшӑн питӗ пӗлтерӗшлӗ ӗҫ пулнӑ вӑл. Ара, Кӗҫӗн Кӗтне юханшывӗ урлӑ каҫса ҫӳремешкӗн кӗпер кирлех-ҫке-ха. Ку кӗпер патӗнчен Чапаев урамне тата ял масарӗ ҫине кайма пулать. Ку ӗҫе пурнӑҫламашкӑн кашни килтен 500-шер тенкӗ пухнӑ. Унпа стройматериалсем туяннӑ. Кӗпере юсамашкӑн ялӗпех тухнӑ. Унчченхине йӑлтах ҫӗмӗрсе тимӗр бетонлӑ пӑрӑх хунӑ, унтан тӑпра турттарнӑ. Хӑшӗ-пӗри транспортпа пулӑшнӑ. Халӑх кар тӑрса ӗҫленӗ, кӗпере пӗр кунрах туса пӗтернӗ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Ял пурнӑҫӗ
Ялта такӑр ҫул пулнинчен мӗн пахи пур? Ялсенче ҫулсене юсас ӗҫ тӗп вырӑнта шутланать. Ара, лачака ҫӑрӑлсан васкавлӑ медпулӑшу та ҫитеймест, пушар тухсан пушарнӑйсем те кӗреймеҫҫӗ-ҫке-ха. Вӑрнар районӗнчи Мӑн Турхан ял тӑрӑхӗнчи ҫулсем мӗнле лару-тӑрура пулнине ял тӑрӑхӗн пуҫлӑхӗ сӑнаса тӑрать. Тӗмпек ялӗнчи тӗп урамри 300 метр тӑршшӗ ҫула юсанӑ. Иртемен ялӗнчи Чие ҫырлин урамӗнчи кӗпер ейӳ сарӑлсан арканнӑ. 60 метр тӑршшӗ ҫул та сиенленнӗ. Вӗсене юсанӑ. Ял ҫыннисем те айккинче тӑман — ҫул ӗҫченӗсене пулӑшнӑ. Уйрӑмах Александр Фирсова, Петр Игнатьева, Андрей Трофимова палӑртмалла. Халӗ ҫынсем патне кирек хӑш ҫанталӑкра та васкавлӑ медпулӑшу, пушарнӑйсем пӗр чӑрмавсӑрах ҫитме пултараҫҫӗ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Ял пурнӑҫӗ
Кивӗҫ Эйпеҫ хитреленет Улатӑр районӗнчи Кивӗ Эйпеҫ ялӗ хитреленнӗҫемӗн хитреленсе пырать. Икӗ ҫул каялла унти Ача-пӑча паркне хунарсем ҫутатма тытӑнассине, ҫутӑ диодлӑ прожектор вырнаҫтарассине эпир пӗлтернӗччӗ. Унтанпа ку ялта самай ӗҫ туса ирттернӗ. Кӑҫалхи пуш уйӑхӗнче вӑл тӑрӑхри пӗр ӑста, Р.Н. Шарыпкин ятлӑ платник тата столяр тӑватӑ метр ҫуллӗш ҫил арманӗ вырнаҫтарнӑччӗ. Кивӗ Эйпеҫ ял тӑрӑхӗ чи хӑтлӑ ялсене палӑртма республика шайӗнче ҫулсерен ирттерекен конкурссене те вӗҫӗмех хутшӑнать. Унта палӑрнишӗн тивӗҫнӗ укҫапа ялти Культурӑпа кану паркне хӑтлӑх кӳме тротуар плити туяннӑ, халӗ ӑна сараҫҫӗ. Ҫӗнелсе илемленнӗ парка кайран республикӑри конкурса тӑратма ӗмӗтленеҫҫӗ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Шупашкарта ҫывӑх вӑхӑтра (22.11.2024 03:00) тӗтреллӗ ҫанталӑк, атмосфера пусӑмӗ 746 - 748 мм, 2 - 4 градус ӑшӑ пулӗ.
| Абзалов Ринат Абзалович, биологи ӑслӑлӑхӗсен тухтӑрӗ, профессор ҫуралнӑ. | ||
| Иванов Владимир Николаевич, Чӑваш Республикин Вӗренӳпе ҫамрӑксен политикин министрӗ ҫуралнӑ. | ||
Пулӑм хуш... |